Кӑҫал республикӑри ялсенче карантин хыҫҫӑн карантин. Акӑ Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнче те урнӑ чире пула карантин пулнине пӗлтернӗ.
Ку — ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа. Вӑтакас Татмӑш ялӗнче пурӑнакан ҫын каланӑ тӑрӑх, унӑн кушак аҫи икӗ эрнелӗхе ҫухалнӑ. Кайран таврӑннӑ-ха вӑл, анчах кайри урипе уксахланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кушак аҫи кил хуҫи хӗрарӑмӗн ывӑлне алӑран ҫыртнӑ. Тепӗр кунхине вӑл хӗрарӑма тапӑннӑ та ҫыртса илнӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм пӗлӗшне кушак аҫине вӗлерме хушнӑ. Ҫав кунах вӑл кун пирки ветеринарсене пӗлтернӗ.
Ҫурлан 25-мӗшӗнче ветлаборатори ӗҫченӗсем экспертиза пӗтӗмлетӗвне илсе кушак урнӑ чирпе чирлине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енре ҫӗрпе усӑ курни мар, усӑ курманни ытларах калаҫтарать тесе хыпарлаҫҫӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, асӑннӑ управление Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ, унта усӑ курман ҫӗрсем ҫӑхавланӑ. Хальхи вӑхӑтра лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Кунашкал ҫыру Канаш район администрацийӗнчен те пулнӑ: самай пысӑк 5 лаптӑка юхӑнтарса янӑ иккен. Тӗпчев 157,01 гектар ҫинче 5-6 ҫулти йывӑҫ-тӗм кашланине палӑртнӑ.
Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫӗрпе усӑ курманшӑн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен тӗслӗхсем Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче тӗл пулнӑ.
Тӑпрапа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки калаҫу пуҫарсан вара лаптӑкран хуҫисем хӑйсен ирӗкӗпе «хӑтӑлни» ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Кӑҫал та, акӑ, 119 гектар тӗлӗшпе ҫак ӗҫе Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Муркаш районӗсенче пуҫарнӑ.
Рекультиваци туман (сӑмахран, Шупашкар районӗнче), пулӑхлӑ сийе вырӑнтан куҫарнӑ (Шупашкар тата Канаш районӗсенче) тӗслӗхсемпе ҫулсерен кӗрешме тивет-мӗн.
Тӗрӗслевҫӗсем асӑрхаттарнине пурнӑҫланӑ май 644 гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнине те палӑртмалла.
Чӑваш Енре ҫухалнӑ старике шыраҫҫӗ. Вӑл килтен ҫулла пуҫламӑшӗнчех тухса кайнӑ та таврӑнман.
77 ҫулти Семен Лаврентьев Ҫӗрпӳ хулинче Шоссе урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннӑ. Хӑй вара Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман.
Семен Лаврентьев 170 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй имшер, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ тӗттӗм тӗслӗ. Уйрӑм паллӑ та пур. Сулахай е сылтӑм алли ҫинче икӗ пӳрни ҫук. Вӑл хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ ҫыхнӑ кофта тӑхӑннӑ пулнӑ. Уринче — калуш.
Семен Лаврентьева курнисене 8 (835-45) 2-12-40 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче пурӑнакан Волковсем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсен хӑнасене кӗтмелли сӑлтавӗ те пулнӑ. Любовь Филипповнӑпа Александр Егорович пӗрле 61 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Волковсене ялта хисеплеҫҫӗ. Любовь Филипповна шкулта ӗҫленӗ. Александр Егорович вара пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл ыттисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Унтан ҫар ретне тӑнӑ. Унӑн награда нумай.
Александр Егоровичӑн амӑшӗ Анна Кирилловна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн чи ҫывӑх тусӗ пулнӑ. Эппин, Любовь Филипповна каярахпа Украинӑна поэтӑн вилтӑпри ҫине кайнинчен тӗлӗнмелли ҫук.
Волковсем виҫӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӗсен 8 мӑнук, вӗсен 4 ачи пур. Волковсен ҫемйи туслӑ, хисепе тивӗҫ вӗсем. Ҫавна кура мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшн» орден панӑ.
Сӑнсем (40)
Чӑваш Енри ялсенче ҫул сарас ӗҫ малалла пырать. Ку, паллах, ял ҫыннишӗн тем пекех савӑнӑҫ. Кун тӗлӗшпе 470 яхӑн миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Кӑҫал республикӑри ялсенче 119 ҫул тума палӑртнӑ. ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫичӗ ҫула туса пӗтернӗ. Канаш районӗнчи Асхва, Красноармейски районӗнчи Ыхракасси, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха, Шупашкар районӗнчи Оппукасси, Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа, Етӗрне районӗнчи Хӗрлӗҫыр, Патӑрьел районӗнчи Ксыл-Камыш ялӗсен ҫыннисем яка ҫулпа утаҫҫӗ ӗнтӗ.
Кӑҫал ҫавӑн пекех регион тата муниципалитет шайӗнчи ҫулсене, пӗтӗмпе 33,7 ҫухрӑм, юсама палӑртнӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикин спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 65 ҫул тултаратчӗ.
Министр пулнӑскер Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнче ҫуралнӑ. Василий Семенов тренер ертсе пынипе 1971 ҫулта СССР спорт маҫтӑрӗн нормативне пурнӑҫланӑ. 1973 ҫулта Шупашкарти И.Н. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи физвоспитани факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1990 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӗн Физкультурӑпа спортӑн патшалӑх комитетне ертсе пыма шаннӑ. 1994 ҫулта ведомствӑран министерство йӗркеленӗ. Министрта 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӑрӑшнӑ.
1999 ҫулта Вячеслав Краснова Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн комитечӗн пайташне суйланӑ. Унта вӑл 2011 ҫулччен тӑрӑшнӑ.
Канаш районӗнчи Сивҫырма — пӗчӗк ял. Ҫурлан 22-мӗшӗнче туслӑ халӑх ял уявне пухӑннӑ. Таврара кӗвӗ янӑранӑ, илемлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсен пичӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫнӗ.
Уяв концертне культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ. Вӗсен юррисем халӑх кӑмӑлне хӑпартнӑ, ташшисем савӑнтарнӑ.
Сивҫырмасене саламламашкӑн Янкӑлч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И.Кротов килнӗ. Ытти тӳре-шара та халӑха саламласа ырӑ сӑмахсем каланӑ.
Уявра чи маттуррисене чысланӑ. О.Владимирова, М.Петровӑна, В.Михайлова Канаш район администрацийӗн тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Унтан уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ. Унта сивҫырмасем чун каниччен ташлама пултарнӑ.
Сӑнсем (9)
«Ҫӗр ҫынсене ӗмӗртен вӑрҫтарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтусем халӗ те ҫивӗч», — тесе пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ Надежда Васильева.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна унта 17 ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫынсем ыйтӑва вырӑнта татса парайманнипе специалистсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ыттисем ҫӗрпе мӗнле усӑ курни канӑҫ памасть-мӗн.
Нумай пулмасть Канаш район администрацийӗнчен Шаккӑл ял ҫывӑхӗнчи 157 гектар ҫӗре ҫумкурӑк пусса илнине пӗлтернӗ. Вӑл лаптӑка 2011 ҫултах пӗр ҫын тара илнӗ.
Анчах акса-лартманнине кура ҫумкурӑк кӑна мар, йывӑҫ-тӗм те пусса илме тытӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсене хӑй каланӑ тӑрӑх, 32 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхне акнӑ. Иртнӗ ҫул вара пӗр гектар ҫӗрулми те лартнӑ пулать.
2015 ҫулхи ҫур ҫулта ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Вӗсем ытларах — Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче.
Канаш районӗнче пӗр кунта, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, темиҫе ял халӑхӗ уява пухӑннӑ. Ҫав кунах Улаксар ялӗн ҫыннисем уявра савӑннӑ.
Улаксар ялӗ ҫамрӑк тесен те юрать. Вӑл 1938 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алевтина Васильева мероприятие уҫнӑ май ял тӑрӑхӗн аталанӑвӗ, ҫӗнӗ ҫулсем туни пирки калаҫнӑ.
В.Софронов ентешӗсене саламланӑ, тыр-пул пухса кӗртес ӗҫ еплерех пынине каласа кӑтартнӑ. 5050 гектар тыр-пултан ҫурлан 14-мӗшӗ тӗлне 33 процентне пухса кӗртнӗ. В.Александров республикӑри социаллӑ экономика аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Кун хыҫҫӑн вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсем ентешӗсене чаплӑ концертпа савӑнтарнӑ. Пурте наци апачӗпе — шӳрпепе — сӑйланнӑ. Ял ҫыннисене Владимир Никифоровӑн куравӗ, ялти алӑстисен ӗҫӗсем илӗртнӗ.
Сӑнсем (31)
Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасанти психиатри пульницине тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑснӑ чылай тӗслӗх ҫиеле тухнӑ.
Шӑхасанти психиатри пульницине ҫынсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пулӑшуҫи Сергей Тихонов комиссипе пӗрле тӗрӗсленӗ. Тӗрӗссипе, ҫав пульницӑра 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Вӗсене пӗтернӗ-и? Комисси ҫакна та тӗрӗсленӗ.
Пульницӑра ҫуртӑн пайӗ япӑх лару-тӑрура-мӗн. Канализаци те, тасатакан сооружени те ҫук. Кунсӑр пуҫне пульницӑра чирлисене вырнаҫтарма пӳлӗмсем ҫителӗксӗр. Ҫавна май чирлисене коридорта кравать лартса вырттарнӑ. Тӑванӗсемпе курнӑҫмалли пӳлӗм вара — апатланмалли зал.
Пульница уйрӑмӗсенче механика вентиляцийӗ, видесӑнав те ҫук. Уҫӑлса ҫӳремелли картише те хӑтлӑлатман.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, пациентсемпе сиплевпе ӗҫ терапине ирттермешкӗн укҫа-тенкӗ сахал-мӗн. Тумбочка та ҫителӗксӗр, ҫавна май пӳлӗмсенче «казарма» пекех.
Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне прокуратурӑна ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |